Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнчи Ксюша Максимова шӑпи чылайӑшне пӑшӑрхантарать. Комӑна кӗрсе ӳкнӗ хӗрача халӗ те вӑранайман.
Тӑванӗсем Раҫҫейри пульницӑсем пулӑшайманнине кура ют ҫӗршыв клиникисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Канадӑран хурав килнӗ. Унта Ксюшӑна йышӑнма хатӗр. Халӗ унти тухтӑрсем Ксюшӑна сиплемешкӗн мӗн чухлӗ укҫа кирлине шутлаҫҫӗ.
Ксюшӑна нумаях пулмасть реанимацирен палатӑна куҫарнӑ. Халӗ амӑшӗ унпа талӑкӗпех пулаять. Канадӑна каймашкӑн ҫемьене укҫа кирлӗ. Пульницӑра пурӑнтармаҫҫӗ, ҫурт тара тытма укҫа пухмалла.
Тӑванӗсем Ксюша кӑштах лайӑхланнине калаҫҫӗ. Пичӗ кӑшт хӗрелнӗ, алли ҫемҫелнӗ. Канада пулӑшма хатӗррине пӗлсен ҫемьен шанчӑкӗ тата пысӑкланнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Вӗри чӗре» обществӑпа патшалӑх пуҫарӑвӗн лауреачӗсене чысланӑ. Кӑҫал наградӑна ҫамрӑксен тата ачасен ҫичӗ организацийӗ, 113 ачапа ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшне вилнӗ хыҫҫӑн чысланӑ.
Лауреатсен йышӗнче Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем те пулнӑ. Дария Зимина И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренет. Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах вӑл спорт тытӑмӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвать. Павел Федотов, Етӗрне районӗнчи пӗр шкулта вӗренекенскер, путакан ачана ҫӑлнӑ.
«Вӗри чӗре» иккӗмӗш ҫул ӗҫлет ӗнтӗ. Ӑна Светлана Медведева ертсе пыракан социаллӑ культура пуҫарӑвӗн фончӗ йӗркеленӗ. Унта паттӑр ӗҫ тунисене, йывӑр лару-тӑрӑва ҫӗннисене чыслаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх продукцийӗн производствин индексӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 108 процентпа танлашнӑ. Ку динамикӑна сыхласа хӑвармаллине палӑртнӑ Михаил Игнатьев.
ЧР Элтеперӗ ял ӗҫченӗсемпе Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Унта пухӑннисене наградӑсемпе чысланӑ. Ку кӑҫал республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнипе ҫыхӑннӑ, ҫавӑнпа Правительство ҫурчӗн залӗнче ӗне сӑвакансене чысланӑ.
9 ҫын Элтепер аллинчен награда илнӗ. Паллӑ ӗнтӗ: ку профессире арҫын сахал ӗҫлет. 7 ҫын ЧР Элтеперӗн тав хутне тивӗҫнӗ. Патӑрьел районӗнӗнчи Людмила Киргизова тата Етӗрне районӗнчи Зоя Филиппова «ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ» ята илнӗ.
«Ленинская искра» хуҫалӑхра тӑрӑшакан Зоя Филиппова ӗҫ кунӗ 4-ра пуҫланнине, 740 пуҫ ӗнерен 300-шне сунине палӑртнӑ. Юлашкинчен пурте Михаил Игнатьевпа сӑн ӳкерӗнӗ.
Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» Ҫӗнӗ ҫул проектне пӗтӗмлетмелли мероприяти йӗркеленӗ. Унта Муркаш районӗнчи культурӑпа кану учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем те хутшӑннӑ.
Аса илтерер, «Пӗр районӑн юмахӗ» проекта кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 7-мӗшӗччен Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫынсем ҫулҫӳрев карттинче кӑтартнӑ ятарлӑ вырӑнсем тӑрӑх канса та савӑнса ҫӳреме пултарчӗҫ ҫав вӑхӑтра.
Уйрӑмах хастаррисем мӗнпур уява ҫитнӗ.
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чемен карти» этнопаркра кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗн Елки иртнине, ӑна влаҫрисем «Этнозима» (чӑв. Этнохӗл) ят панине эпир пӗлтернӗччӗ.
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра «Добрые всходы» (чӑв. Ырӑ калча) куҫса ҫӳрекен курав ӗҫлеме тытӑннӑ.
Фотосенчен тӑракан курава Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» (чӑв. Ленин хӗлхемӗ) колхоза нумай ҫул ертсе пынӑ Аркадий Айдака халалланӑ. Ӑна Чӑваш наци музейӗ хатӗрленӗ.
Аркадий Айдак — РФ тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. Вӑл — маларах асӑннӑ Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ҫынни. 1985 ҫулта унӑн тӑван ялӗнче халӑх хуҫалӑхӑн музейне те йӗркеленӗ. Ку пуҫару авторӗ те — ӗмӗрне ял хуҫалӑх ӗҫне халалланӑ Аркадий Айдак. Ял хуҫалӑх отраслӗнче республикипех ҫӗр кӗрленӗ кӑна мар, ҫӗршывра палӑрнӑ ҫак ҫын ячӗпе курава музейҫӑсем кӑҫал пирӗн республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернине кура йӗркеленӗ.
Етӗрне районӗнчи 13-ри хӗр комӑра выртни пирки республикипех калаҫаҫҫӗ. Ксюшӑн ашшӗ-амӑшӗ чылай клиникӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫав шутра — Израильти тата Канадӑри клиникӑсенчен те.
Паян, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, амӑшӗн йӑмӑкӗ Инна Максимова ют ҫӗршыври клиникӑсенчен хурав килнине пӗлтернӗ. Вӗсем Ксенийӑна пулӑшса пӑхма хатӗр.
Шупашкар тухтӑрӗсем хӑйсен ӗҫне пурнӑҫланӑ, урӑх вӗсем нимӗн те тӑваймаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшне Ксюшӑн чӗрине чирлӗ ачана пама сӗннӗ. Паллах, вӗсем хирӗҫленӗ. Ҫывӑх ҫыннисем шанчӑка ҫухатмаҫҫӗ.
Инна каланӑ тӑрӑх, Израиль тухтӑрӗсем Чӑваш Енри шкул ачин диагнозне тӗпчеҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем хурав парӗҫ: ҫемьен Израиле килмелле-и е ҫук-и?
Унти специалистсем каланӑ тӑрӑх, Шупашкар тухтӑрӗсем лартнӑ диагнозпа Ксюшӑн вӑранмалла пулнӑ (шанчӑкӗ — 80 процент). Ашшӗ-амӑшӗ хӗрӗн аппаратне сӳнтерме ирӗк памӗҫ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, вӑл кун пек пурнӑҫ тӑршшӗпех выртма пултарать.
Нумаях пулмасть Етӗрнери таврапӗлӳ музейӗнче чикӗ сыхлакансен залӗ хута кайнӑ. Кӑкшӑмри 9 ҫул вӗренмелли шкулӑн пуҫламӑш класра вӗренекен ачасен пӗр ушкӑнӗ хӑйсен вӗрентекенӗсемпе ҫак залпа паллашма ятарлӑ экскурсине кайнӑ.
Республикӑри «Пограничное братство» (чӑв. ~Чикӗри тӑванлӑх) халӑх ушкӑнӑн комиссарӗ Сергей Антипин шкул ачисене чикӗ сыхлакансен залӑн историйӗпе паллаштарчӗ. Кунти материалсене, ятарлӑ зала хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗршыв чиккине сыхланӑ пограничниксен пуҫарӑвӗпе уҫнӑ. Шкул ачисем вӗсемпе интересленсех паллашнӑ, чикӗ сыхлакансен пурнӑҫне сӑнлакан видео та курнӑ.
«Ҫӗршыва сыхлама хатӗр пулма мӗн пӗчӗкрен хатӗрленмелле, спортпа туслӑ пулмалла, шкулта лайӑх вӗренмелле. Унта та кунта террористсем алхасаҫҫӗ. Сирӗн ҫитӗнсен ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулмалла», — тенӗ пограничник-ветеран Михаил Данилов.
Юлашкинчен пухӑннисем асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнчи Ксюша Максимова районти ӑмӑртура йӗлтӗрпе чупнӑ хыҫҫӑн комӑна кӗрсе ӳкни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Ксюша халӗ те тӑна кӗмен, анчах ҫывӑх ҫыннисем алӑ усмаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ пульницӑран пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар тухтӑрӗсем ачана операци тума килӗшмен. Мускав специалисчӗсем те вӗсен шухӑшӗпе килӗшнӗ. Ҫывӑх ҫыннисем Ксюшӑн диагнозне палӑртнӑ документсене Раҫҫейри 20 клиникӑна янӑ.
Хӗрӗн организмӗ 24 сехет апат йышӑнман. Телее, ӗнер лару-тӑру улшӑннӑ — Ксюша каллех апата йышӑнма тытӑннӑ. Унӑн органӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Анчах диагноз — «пуҫ мимине юн кайни» — ырринех кӑтартмасть.
Ксюшӑн ҫывӑх ҫыннисем пульницӑран пӗр утӑм та каймаҫҫӗ. Ҫемье тӗпренчӗкӗн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ чухне тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем тупӑннӑ. Вӗсем хӗрачана сиплеме тесе укҫа пухаҫҫӗ. Анчах вӗсене ӗненмелле мар. Ҫемье хальлӗхе укҫа-тенкӗ пухмасть.
Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын ҫулталӑк ҫурӑ принтер урлӑ пичетленӗ водитель правипе ярӑнса ҫӳренӗ. Вӑл ӑна тӗспе пичетленӗ те ним пулман пек урапа рулӗ умне ларнӑ.
Арҫын ку правапа 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи ака уйӑхӗччен ҫӳренӗ. Чӑн-чӑн права вӑл нихӑҫан та илмен иккен.
Суд ун тӗлӗшпе приговор пӗлтернӗ. Арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ та ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Унччен вӑл судпа виҫӗ хутчен айӑпланнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл 2014 ҫулхи ҫулла тата 2015 ҫулхи ҫуркунне Етӗрне районӗнчи сысна ферминчи пурлӑха вӑрланӑ.
Арҫынпа сӑтӑр ӗҫ тунӑ 18-ти каччӑна вара 2,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. 17-ри йӗкӗте вара 15 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Чӑвашсен пӗрремӗш актриси Тани Юн Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче 113 ҫул каялла ҫуралнӑ. Пӗрремӗш хут сцена ҫинче вӑл Палтайри клубра Н. Ефремов ҫырнӑ «Пуян Карук» спектакльте вылянӑ. Ун чухне хӗр 1920 ҫулта Етӗрнере вӗреннӗ, ӑна Палтай ялне вулама пӗлменнисене хутла вӗрентме янӑ пулнӑ. Аслисене вулама вӗрентнӗ хушӑрах ҫамрӑк хӗр драмкружока ҫӳреме те вӑхӑт тупнӑ.
Кино ҫулталӑкне тата Татьяна Степановна Максимова -Кошкинскаяна асӑнса паян Палтайри вӑтам шкулта митинг пулчӗ. Тани Юн ячӗпе ҫак вӑтам шкул ҫурчӗ ҫине ятарлӑ асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Шкул ачисем асӑну хӑми умне чечек ҫыххи хучӗҫ, ӑна асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.
Тани Юн пултарулӑхне халалласа 11-мӗшсем ятарлӑ «Тани Юн — чӑвашсен пӗрремӗш актриси» ятлӑ хӑтлав хатӗрленӗ. Актриса 7 фильма хатӗрлес ӗҫе хутшӑннӑ, хӑй 5 фильмра вылянӑ. Унсӑр пуҫне шкул ачисем «Иртнӗ кунсем-ҫулсем» кӗнеке тӑрӑх актрисӑн биографийӗпе паллашнӑ. Шкулта ӑна халалланӑ кӗнеке куравне те йӗркеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |